Меню
Яковлев вулавĕсем иртрĕç

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Халăхсен Туслăхĕ орденлĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕ никĕсленнĕренпе 85 çул çитнине халалласа Яковлев вулавĕсем иртрĕç. Уява юратнă артистсем, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем, студентсем, журналистсем хутшăнчĕç.

Мероприятие театрăн тĕп режиссерĕ, паллă поэт, актер, публицист, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пычĕ. Вăл тĕл пулăвăн тĕллевне те уçса пачĕ: Чăваш Республикин наци библиотеки е Ҫамрăксен театрĕ çумĕнче театра савакансен клубне уçасси. «Пире çыракансем, куракансем, театр çинчен шухăшлакансем, çырма, калаçма пултаракан çынсем кирлĕ», – пĕлтерчĕ Иосиф Александрович. Клуб ларăвĕсенче пьесăсем вулама, спектакльсем курма, вĕсене хаклама тата пĕтĕмĕшле театр çинчен калаçма палăртнă.

Хальхи тĕл пулура «Чăваш драматургийĕн пуçламăшĕ» тема çинче чарăнса тăчĕç, И.Я. Яковлев вĕренекенĕсем хайланă драматурги тексчĕсене артистсем рольсем тăрăх вуларĕç. Вулаканĕсем вара сцена ÿнерĕн ăстисем – Чăваш халăх артисчĕсем Лидия Красова, Светлана Савельева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Виталий Сергеев тата Александр Степанов (Пăртта) – пулчĕç. Итлесе ларакансем хăйсене театра лекнĕнех туйрĕç, артистсен чуна пырса тивекен вулавĕпе, вăййипе килĕнсе ларчĕç, вĕçĕнче вара тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç.

Вулавра хăнасем И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ çыравçăсен хайлавĕсемпе паллашма пултарчĕç.




написать комментарий
*Имя *e-mail
 
Защита от автоматического заполнения
CAPTCHA
обновить изображение
Введите слово с картинки*: