Меню
Çунат сараççĕ ĕмĕтсем
Мечты расправляют крылья

Режиссер – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ В. Оринов
Художник – Л. Комиссарова
Музыка йĕркелекенĕ – А. Молодцыгин

Режиссер – заслуженный деятель искусств Чувашии В. Оринов
Художник – Л. Комиссарова
Музыкальное оформление – А. Молодцыгин

12+

Аннотация

Телее кам ăçта е мěнре шырать-тĕр: пĕри – аякра,  тепри – çывăхра, кам – укçара, кам – юратура… «Çунат сараççĕ ĕмĕтсем» камитри тĕп геройсем ĕçпе пиçĕхсе çулланнă пулсан та тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ. Мал ĕмĕчěсемпе, ěненěвěпе, шанчăкĕпе ăрусем хушшинчи çыхăнусене таптаманнипе, чунри туйăмěсемпе. «Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă» - теççě халăхра. Телей вăрттăнлăхě çакăнта тěпленмен-ши?
Çулсерен пичетленекен статистика кăтартăвěсем чěрене çурса яраççě. Çěршер ял арканать! Çак хăрушă çил-тăвăла мěнле тытса чармалла? Камитри сăнарсем хуравне пĕлеççĕ кăна мар, аллă-аллăн тытăнса, пĕтěм вăй хăвачĕпе çак юхăма хирěç тăраççĕ?
Савăнăçě нумай кĕттерместь. Часах «пěрремĕш чěкеçсем» вĕçсе килеççě: чěвěл-чĕвĕл чěлхипе юрату юрри юрлаççĕ. Ăçта юрату – унта вара пуласлăх!
Анчах «суккăрисем» те,  хытă чунлисем те пирěн çумрах. Май килнĕ чух вěсем вара хăйсен «хăватне» кăтартма васкаççĕ. Участковăй Ванькка геройсене арестлеме, парăнтарма кашнин валли «статья» шыраса тупнă. Кěç-вěç тĕрмене хупса лартма хатěр. Анчах чăнлăх çиеле тухасса пирĕнтен кашниех кěтет-çке…
Тĕрлĕ пăтăрмахсенчен çăлăнса тухма вара «кайнисем» те пулăшаççě! Паллах, вĕсене манмасан, вěсемпе канашлама пĕлсен, вěсене хисеплесе сăвап тусан.
Хамăр телей – хамăр алăрах! Такама шанса пурăнмалла маррине питĕ лайăх  ăнланаççě пьесăри çутă сăнарсем. Ун пеккисене вара ÿлти Турă та пулăшса пырать, Çутçанталăк та хăй ытамěнче сăпкари пек лăпкаса «вилĕмсĕрлĕх» парнелет.

Люди ищут счастье в разном: кто-то в деньгах, кто-то в любви, кто-то вблизи, кто-то вдалеке… Главные герои комедии «Çунат сараççĕ ĕмĕтсем» (Мечты расправляют крылья) люди не молодые, прожившие в труде, но способные дать фору даже молодым своими взглядами на жизнь, со своей верой, надеждой и, главное, прочной связью между поколениями. Ведь «где родился – там и пригодился». Не кроется ли счастье именно в этой истине?
Ежегодная статистика разрывает сердца: разрушаются сотни деревень! Как остановить это страшное явление? Герои комедии знают ответ на этот вопрос, мало того, они дружно встают против этого зла.
И радость не заставляет себя долго ждать. Прилетают «первые  ласточки», поют песню любви. А где любовь – там и будущее! Но рядом с хорошими людьми всегда есть «слепцы», видящие свое предназначение в причинении зла другим. У участкового Ваньки для всех и каждого приготовлена «статья», он любого готов посадить в тюрьму. Но мы знаем, что справедливость все равно восторжествует. Выйти из разных передряг героям помогут «ушедшие», если их не забывать, если уметь с ними советоваться, если их уважать и почитать.
Счастье – в собственных руках! Не надо надеяться на помощь извне – эту истину прекрасно понимают все светлые персонажи пьесы. Но, тем не менее, бог всегда на стороне таких людей, и матушка-природа нежно ласкает их души, даря им бессмертие.