Меню
Покажите мне весну
Чунра яланах çуркунне

Инсценировка Д. Петрова по произведениям Василия Шукшина
Режиссер спектакля - Дмитрий Петров
Художник - Лариса Комиссарова
Лирическая комедия
Продолжительность спектакля - 1 час
Премьера состоялась 20 мая 2015 года

Идет на чувашском и русском языках

12+

 

Аннотация

Писатель, актер, кинорежиссер Василий Шукшин по сей день остается одним из необычайно современных авторов. Говорить в наше время о нём — это значит говорить о тех духовных ценностях, которые взращивала и лелеяла вся русская классическая литература.

В основе спектакля «Покажите мне весну» три произведения Василия Макаровича: «Хозяин бани и огорода», «Микроскоп», «Степка». Добрые и мудрые рассказы соединены сквозной жизнеутверждающей темой: бесконечная любовь к родному краю, земле, родительскому дому. Герои постановки «Покажите мне весну» - носители естественной природной чистоты, совестливости, доброты и человечности.


Василий Шукшин — актер, кинорежиссер - паянхи кун та чи кăсăклă çыравçăсен ретĕнче тăрать. Вăл çырнă калавсене вуланă май, халăх чунĕнчи иксĕлми кăмăл-шухăш мулне курса савăнатăн.

«Чунра яланах çуркунне» спектакльте «Мунча хуçи», «Микроскоп» тата «Степка» калавсенчи геройсене тĕл пулатпăр. Вĕсене пурне те пĕр тема — пурнăçа юратни, çутçанталăка, этеме пуç тайни пĕрлештерсе тăрать.

Атте-анне килне чун туртмасан, тăван çĕре савмасан пурнăç илемĕ çухалать. Спектаклĕн геройне - çамрăк Степкăна икĕ çуллăха тĕрмене хупнă пулнă. Ирĕке тухасси икĕ уйăх юлсан, вăл унтан тухса тарать. Степка тăванĕсене, юратнă ялне питĕ тунсăхласа çитнĕ иккен. Тăван çĕрте ирттернĕ пĕр çурхи куншăн каччă тата икĕ çул тĕрмере ларма та хатĕр! Çавнашкал тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ Василий Шукшин калавĕсенче.