Меню

История

Чувашский государственный театр юного зрителя им. Михаила Сеспеля был основан в Чебоксарах. Первый спектакль «Молодой пласт» («Топай») по пьесе Л. Бочина состоялся 3 апреля 1933 года - этот день считается днем рождения ТЮЗа. Его основателями являются Эдвин Давыдович Фейертаг и Маргарита Николаевна Фигнер - ленинградские режиссеры, педагоги и воспитатели будущего театрального коллектива. Специальный актерский набор при Чувашском музыкально-театральном техникуме стал основой театра для детей и юношества республики. Спектакли игрались на чувашском и русском языках.

1933 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче, Шупашкарти пионерсен керменĕнче (ун чухне вăл рабочисен клубĕ шутланнă) тинтерех çеç чăмăртаннă çамрăксен театрĕн коллективĕ куракансене хайĕн пĕрремĕш ĕçĕпе паллаштарнă. Ку вăл Л. Бочинăн «Çамрăк сий» (театрта ăна «Таптас» ятпа кăларнă) пьеси тăрăх лартнă спектакль пулнă. Çапла вара çурхи хĕвел пайăркисем ăшшипе Республикăри çамрăксен театрĕ çуралнă.


Çамрăксен театрне уçас шухăш çиррĕмĕш çулсен пуçламăшĕнчех амаланма тытăннă.

1932 çулхи кĕркунне республикăри çутĕç коммисариачĕ чĕннипе Шупашкара Ленинград çыннисем - Э.Д. Фейертагпа М.Н. Фигнер (упăшкипе арăмĕ) килсе çитеççĕ. Э.Д. Фейертаг техникумри ачасене актер ăсталăхне вĕрентме пуçлать, М.Н. Фигнер -  театр тата литература историйĕпе паллаштарать. 1932-мĕш çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Э.Д. Фейертага çамрăксен театрĕн художество руководителĕ пулма çирĕплетеççĕ.

Кадрсен ыйтăвне те ăнăçлă татса парать вăл: актерсене Чăваш музыкăпа театр техникумĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш курсĕсенче вĕренекен ачасенчен суйласа илет. Техникум валли актерсен çĕнĕ ушкăнне пуçтарма та, ача-пăча театрĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе, ăна хăйнех шанса параççĕ. Акă малтанхи спектакльсене хутшăннă хăшпĕр артистсен хушамачĕсем: Александр Каттай, Иван Никифоров (Вашки), Леонид Пушкай, Павел Дмитриев, Нина Орешникова, Мария Ильина, Николай Николаев, Анна Маштанова тата ыттисем те.

Çамрăксен театрĕн спектаклĕсем «мăн» театртсен кĕвви-шайĕнчен ăшĕ-чиккипе те, тулаш сулăмĕпе те чылай уйрăлса тăнă. Актерсем куракансене тÿремĕнех сцена çинче тĕвĕленекен ĕç-пулăма хутшăнтарнă, вĕсене ыйтусем ыйтусем пара-пара явăçтарнă, пĕрле юрă-сăвă харăслатса калаттарнă. Спектакльсем хыççăн вара шкулсене, комсомол, пионер организацийĕсене, колхоз правленийĕсене çитнĕ, унта паян татса памалли, ырана хăвармалли мар лару-тăру тавра тĕплĕ калаçу пуçарнă. «Хĕвел кулать» спектакльпе çамрăксен театрĕ çуллахи гастрольсем вăхăтĕнче ял-ял тăрăх  уйăх çурă ытла çÿренĕ, акатуйсене хутшăннă, колхозниксене тырпула вăхăтра пухса кĕртме хавхалантарнă. Театр ĕçĕ-хĕлĕнче пархатарлă, халăха кирлĕ творчествăллă паттăрлăх пуçланнă.

 

Руководство

Документы